| 8898 | Тутар ҫынни чей тесен чӗвен тӑма хатӗр. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8899 | Тутар та Турра пуҫҫапать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8900 | Тутар тасана юратать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8901 | Тутар тунма та пит ӑста. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8903 | Тутар Турри — тупӑшлӑх. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8902 | Тутар Турри те туя тытнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8904 | Тутар Турри уйӑхпа тӑван. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8905 | Тутар тутанса пӑхмасӑр ӗненмест, чӑваш тытса пӑхмасӑр ӗненмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8906 | Тутар тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн тӗпренчӗк те юлман тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8907 | Тутар тутантарӗ, тута урлӑ туянтарӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8908 | Тутар тутаршӑн ту урлӑ каҫма хатӗр. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8909 | Тутар тутаршӑн чуна ҫывӑх. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8910 | Тутар тутаршӑн ют пулсан та юлташ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8911 | Тутар тутӑхнӑ, ачи-пӑчи выҫӑхнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8912 | Тутар тути тутла юратать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8913 | Тутар тути усӑннӑ ҫӗре чӑвашӑн куҫҫулӗ тӑкӑннӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8914 | Тутар тӳрӗ пулсан та алли пурпӗр тӳрленмест. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8915 | Тутар тӳрӗ пулсан та, пурпӗр кукӑр сӳрелет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8916 | Тутар тытса, ҫыртса пӑхмасӑр ӗненмен тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8917 | Тутар укҫи турпас мар теҫҫӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8918 | Тутар урлӑ хӑлхаллӑ тет чӑваш. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8919 | Тутар хӗрарӑмӗ писев юратать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8920 | Тутар хӗҫҫи тутӑхса тӑмасть тенӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8921 | Тутар хушшинчи чӑваш усалрах пулать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8922 | Тутар чей тесе вилсе кайнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8923 | Тутар чунне чул пусарать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8924 | Тутар эрни тутарать, вырӑс эрни выртарать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8925 | Тутар юррин пуҫӗ те, вӗҫӗ те ҫук. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8926 | Тутар ячӗ тута ҫинче, чӑваш ячӗ чӗлхе ҫинче. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8927 | Тутар ячӗ усала та хӑратнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8928 | Тутар ячӗ шуйттана та шуйхатнӑ тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8929 | Тутар ячӗ ыр ҫынна та ырхатнӑ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8930 | Тутар ячӗ этеме ҫех мар, эсреле те хӑратӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8931 | Тутар ячӗ ял касать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8932 | Тутар ячӗ ял та касать, тӗнче те касать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8933 | Тутара — ашӗ, чӑваша — шӑмми. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8934 | Тутара ӑс виҫӗ кун малтан кӗрет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8935 | Тутара курсан тупруна пытар тенӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8936 | Тутара ҫураличчен виҫӗ кун малтан ӑс кӗнӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8937 | Тутара тӑлмачӑ кирлӗ мар. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8938 | Тутара тул ҫутӑлнӑ чухне ӑс кӗрет, ирҫене — ире хирӗҫ, кӑркӑса — кӑнтӑрла, казаха — каҫ пулсан, чӑваша — чӑх каштана ларсан. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8939 | Тутара тух та кунта пурӑнма юл тенӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8940 | Тутара чун пултӑр та мул пултӑр. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8941 | Тутара ял тӗлне ан кӑтарт. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8945 | Тутарӑн — матка, чӑвашӑн — арӑм, вӑл та пулин пӗрре ҫех. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8942 | Тутарӑн ӑсӗ ирех вӑранать. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8943 | Тутарӑн ӗҫре те, уявра та пӗр кӗвӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8944 | Тутарӑн качаки те ӗне пек. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8946 | Тутарӑн мулли те аллах! Тет. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |
| 8947 | Тутарӑн ҫуралсан та пӗр кӗвӗ, авлансан та пӗр кӗвӗ, ватӑлсан та пӗр кӗвӗ, вилнӗ чух та ҫав кӗвӗ. | Чӑвашсем — Ытти халӑхсем |